Елчӗк районӗн прокуратурине ҫӑхав ҫитнӗ: пӗр вырӑнта производство каяшӗсен санкцилемен свалки пур-мӗн. Ведомство тӗрӗслев ирттернӗ – чӑнах та ҫапла иккен.
Прокуратура акӑ мӗн тупса палӑртнӑ: 0,08 гектар ҫинче ҫӗрулми юлашкисем, ҫеткӑллӑ михӗсем купаланса выртнӑ. Пӗтӗмпе – 25 кубла метра яхӑн. Свалка 6-7 уйӑх каяллах пулнӑ. Ҫакна кам тунине палӑртайман-ха.
Ҫӗрулми каяшӗн купи - Курнавӑш ял тӑрӑхӗнче. Ведомство Елчӗк район администрацине каяша пуҫтарма хушнӑ, мӗншӗн тесен вӑл тавралӑха сиен кӳрет, ҫынсен правине пӑсать.
Елчӗк районӗнчи Курнавӑш ял тӑрӑхӗнче ҫак кунсенче чылай мероприятии пулса иртрӗ.
Ҫӗнӗ Пӑва ялӗнче кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче эстрада ушкӑнӗ хӑнара пулса ял халӑхне хӑйӗн концерчӗпе савӑнтарчӗ. Ушкӑнра юрӑҫсем Сергей Павлов, Алина Выйгетова, Аня Ефремова тата Николай Ключников юрланӑ юрӑсене халӑх хапӑлласа йышӑнчӗ. Аня Ефремовӑн ашшӗ-амӑшӗ ҫак ялтанах — ялти халӑх юрӑҫсене чунтанах тав турӗ. Вырӑнти культура ҫурчӗн ертӳҫи Альбина Емельянова хӑнана килнӗ артистсене пухӑннисен ячӗпе саламласа вӗсене пултарулӑхра малашне те ӑнӑҫусемпе телей сунчӗ.
Кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче ҫак ушкӑн Курнавӑшри ял ӗҫченӗсене хӑйсен илемлӗ юррисемпе чуна тивтермелли концерт кӑтартрӗҫ. Ялхалӑхӗ артистсене чылайччен алӑ ҫупса тав турӗ, ку тӑрӑхри халӑха малашне те концертсемпе савӑнтарма чӗнсе каларӗ.
Курнавӑшри Культура ҫуртӗнче ҫулленех кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче «Сурхури» уявне ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та Ольга Шмелева ҫамрӑксем валли те, аслисем валли те интереслӗ программа хатӗрленӗ. Тӗрлӗ конкурссемпе вӑйӑсене сурхури йӑли-йӗркипе ҫыхӑнтарнӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 68 ҫул ҫитнине халалласа Елчӗк районӗнчи Вырӑскасси ялӗнче митинг иртрӗ. Уява Курнавӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.И. Кузьмин, район администрацийӗн халӑха социаллӑ пулӑшу парас енӗпе ӗҫлекен пайӗн ертӳҫи И.Н. Аникина, ялти ветерансен канашӗн председателӗ Н.С. Кириллов, Ҫуткӳлти шкул коллективӗ хутшӑнчӗ.
Шкул директорӗн ҫумӗ Р.В. Федорова доклад каласа пачӗ. Пирӗн халӑх фашизмпа ҫапӑҫнӑ чухне тунӑ паттӑрла ӗҫӗн мухтавлӑхӗ ҫулсем иртнӗҫемӗн те иксӗлменнине аса илтерчӗ. Вӗренекенсем митинга пухӑннисене юрӑ-сӑвӑпа саламларӗҫ. Ҫамрӑк юнармеецсем вара хӑйсем ҫӗршыва хӳтӗлеме паянах хатӗрленнине ҫирӗплетсе стройпа юрласа иртрӗҫ.
Ҫуткӳлпе Вырӑскасси ялӗсенчен Аслӑ вӑрҫа нумаййӑн хутшӑннӑ. Паянхи кун ялта икӗ ветеран. Софрон Васильевич Васильев вӑрҫӑ ҫулӗсене аса илнӗ май куҫҫӳльне пытараймарӗ. Николай Терентьевич Сидоров ветерана вара уяв ячӗпе шкул директорӗ Е.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |